Главное управление МЧС России по Чувашской Республике - ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » Шывăн туратти çук

22 июня 2022 г.

Хĕртсе хĕвел пăхнă кунсем нумай та пулмарĕç. Апла пулин те çанталăк шăрăх тăнă вăхăтра ватти-вĕтти шыва кĕме кăмăллать. Киленнĕ вăхăтра нумайăшĕ асăрхануллăрах пулмалли пирки манать. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре 12 çын путма пуçланă. Шел, шыв çын пурнăçне татнă тĕслĕх те пур. Ачасем те инкекпе куçа-куçăн тĕл пулаççĕ. Влаçра тăрăшакансен ларăвне паян çак ыйтуран пуçларĕç. Çулла çыран хĕрри çынран татăлмасть. Шыва кĕрекенсене сивĕ çанталăк пулни те, шăрăх та хăратмасть. Республикăра шыва кĕме юрăхлă вырăнсене çулсерен пысăклатса пыраççĕ. Кăçал вĕсен хисепĕ 120-рен те каçнă. ГЕРМАН МАЙКОВ: «Çуллахи шыва кĕмелли тапхăр пуçланас умĕн 13 пляж хатĕрленĕ. Çак пляжсем Шупашкар хулинче, Атăл тăрăх кайсан Çĕнĕ Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка хулисем. Сăр юханшыв çинче Етĕрне хулинче пирĕн пляж пур. Пляжсемсĕр пуçне муниципалитетсенче 120 ытла вырăн хатĕрленĕ. Çак вырăнсенче шыв тĕпне тĕрĕсленĕ. Шыв тарăнăшне буексемпе картлатнă». Шывăн туратти çукккине яланах мала кăлармалла. Хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни инкек патне илсе çитерет. Пляжсенче, шыва кĕмелли ятарлă вырăнсенче 12 çынна путасран çăлса хăварнă. Вĕсен йышĕнче çул çитменнисем те пур. Иртнĕ эрнере çеç виçĕ ача пурнăçне çăлнă. ГЕРМАН МАЙКОВ: «Пляжсенче пирĕн ятарласа хатĕрленĕ çăлавçăсем ĕçлеççĕ. Иртнĕ эрнере пляж çăлавçисем икĕ хĕрачана пулăшрĕç. Йăмăкĕпе аппăшĕ шыва кĕнĕ чухне йăмăкĕпе япăх пулать, шыва кайма пуçлать. Вăл аппăшне аллинчен тытать, уринчен тытать, пĕрле шыв айне илсе кайма пуçлать. Çакна пляж çăлавçисем вăхăтра курчĕç, вăхăтра çитрĕç. Пулăшу пачĕç, çыран хĕррине çитерчĕç. Медицина ĕçсенĕсен аллине пачĕç. Паянхи кун хĕрсем чиперех». Каланине шута илменни тата тимлĕрех пулманни инкек патне илсе çитерет. Шăрăх кунсем нумай та пулмарĕç, апла пулин те 14 çын пурнăçĕ шывра татăлнă. Пĕтĕмлетÿ вара пĕр – нумайăшĕ ятарлă вырăнта шыва кĕмен. Шел, кăçал ик ачана та çăлса хăварайман. Шупашкар тата Çĕрпӳ районĕсенчи çемьесенче куççуль юхнă. Халĕ икĕ тĕслĕхре те тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ. Шыв хĕррине пĕччен каймалла мар, пĕчĕккисемпе юнашар яланах аслисен пулмалла, пĕлнĕ вырăнта çеç чăмпăлтатмалла – çак тата ытти ыйтăва мала кăларсан пурнăçа сыхласа хаварма пулĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсен ертӳçисене те тата та тимлĕрех пулма, çынсем шыва кĕрекен вырăнсене тишкерме ыйтрĕ. Умра – шăрăх çанталăксем. Иван Иванов, Алина Сусметова, Сергей Емельянов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика