Главное управление МЧС России по Чувашской Республике - ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Видеоновости » «Астăвăм çурти» акци

23 июня 2022 г.

Кашни çемьене çухату тата куççуль илсе килнĕ кун. Паян Раççейре астăвăмпа хурлăх кунне паллă тăваççĕ. 81 çул каялла Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Мирлĕ тӳпе айĕнче пурăнакансен тăван тăрăха хӳтĕлес тĕллевпе алла хĕç-пăшал тытма тивнĕ. Вăрçă хăварнă суран халĕ те халăх чĕрине ыраттарать. Паттăрла кĕрешнĕ, вилĕмсĕр çухалнă салтаксене асăнса республикăра «Астăвăм çурти» акци ирттерчĕç. Куславкка тăрăхĕнче пурăнакансем вăрçă паттăрĕсене, пуç хунă салтаксене асăнма кăçал Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă тыл ĕçченĕсене халалласа çĕкленĕ мемориал комплексĕнче пухăнчĕç. Çак вырăн Куславкка çыннисемшĕн çеç мар, мĕн пур республикăшăн та пĕлтерĕшлĕ. Хӳтĕлев чиккисене тума хутшăннă тыл ĕçченĕсем çĕнтерĕве çывхартма пĕтĕм вăй-халне панă. Çакна Елена Плотникова та асламăшĕ каласа панинчен лайăх пĕлет. ЕЛЕНА ПЛОТНИКОВА: «Питĕ шăннă вĕсем, питĕ нушаланнă, çывăрмасăр та ĕçленĕ, çимесĕр те ĕçленĕ, шăннă, чирленĕ, анчах та никам та ĕçлеме пăрахман, чирлĕ пулсассăн та, выçă пулсассăн та, пурте кашни кун кунта утнă, пурте ĕçленĕ, хăшĕ вăрман касма çӳренĕ Йĕпреç районне, унта каяйманнисем пурте кунта чавнă». «Астăвăм çурти» акцие 17 çул каялла, Тюмень хулинче пуçарнă. Çулсеренех унта хутшăнакансен йышĕ ӳссе пырать. «Вăрçăн çулăмлă ӳкерчĕкĕ» акципе килĕшӳллĕн мемориал лапамне пухăннисем çуртасене хăйне еврлĕ лартса Чăваш Ен салтаксен паттăрлăхне асра тытнине çирĕплетрĕç. АРТЕМ ПРОХОРОВ: «Манăн нумай тăван вăрçăра хутшăннă, вĕсенчен асатте те пур, асаттен пиччĕшĕ те, асанне тылра ĕçленĕ. Вăл ун чухне 14-ра пулнă. Пĕтĕм йывăрлăхсене хăй çине илнĕ пулсан та, ăна вăл чăтса ирттернĕ». Тăнăç пурнăçшăн, мирлĕ тÿпешĕн кĕрешнĕ ветерансене тав тума, хыпарсăр çухалнă салатаксене çурта çутса асăнма Шупашкарти Çĕнтерӳ паркне те халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Вĕсен йышĕнче вăрçă кунĕсене тӳссе ирттернисем те пур. АННА ПРОКОПЬЕВА: «Вăрçă пуçланнă кун эпир Красноармейски район пуххине кайнăччĕ. Уна 10-12 çухрăмран çитрĕмĕр те, каруççел çинче çаврăнкаларăмăр, морс ĕçнĕ. Пире апай тупрĕ те вăрçă пуçланни пирки каларĕ, киле каятпăр терĕ». Алра чăмăртаса тытакан çурта пурин те пĕрешкел çунать, çапах та чунра хуçаланакан туйăм, асаилӳсем кашнийĕн – расна. ДАНИИЛ КИРИЛЛОВ: «Çак акцие хутшăннă май эпĕ питĕ пăлханатăп, мĕншĕн тесен паян эпир ветерансене чыслатпăр, мĕншĕн тесен вĕсем пирĕн çĕршыва хӳтеленĕ, пирĕн çĕршыва сыхланă. Манăн тăвансем те вăрçăра хутшăннă пулнă, çавăнпа та паян акцире çурта çутса вĕсене тав тăватăп, аса илетĕп». ВЕРОНИКА АНДРЕЕВА: «Манăн асаттепе асанне вăрçăра хутшăннă. Эпĕ вĕсемпе питĕ мухтанатăп. Эпир çемьепе кунта кашни çул хутшăнатпăр». Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствинче тăрăшакансем те хурлану туйăмне палăртса çурта çутрĕç. Çулсем иртеççĕ, тĕнчене çĕнĕ ăру килет. Çамрăксем историне ăша хывни, салтаксен паттăрлăхне сума суни астăвăм çуртине çулсем иртсен те, ĕмĕрсем хыçа юлсан та сÿнме памĕç. Юлия Адюкова, Милена Алексеева, Павел Иритков, Юрий Марков, Сергей Емельянов

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика