Главное управление МЧС России по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханулăх хÿтĕлет

13 ноября 2019 г.

Сивĕ çанталăкра халăх ăшă приборĕсемпе ытларах усă курма тытăнать.

Анчах çуртсемпе хваттерсене ăшăтма юсавсăр е килте ăсталанă шанчăксăр приборсене ĕçлеттерни те сайра мар. Вĕсем пурлăхпа кил-çурт сыхлăхĕшĕн кăна мар, çынсен пурнăçĕшĕн те хăрушлăх кăлараççĕ. Кунсăр пуçне хушма электроприборсем чикнĕрен электропроводка пысăк тиевпе ĕçлет: пралуксене правилăсене пăсса сыпăнтарнă вырăнсенче кĕске замыкани тухма е кивелнĕ пралуксем тивсе илме пултараççĕ.

Нумайăшĕ хăйсен кил-хуçалăхĕнче пушар тухма пултараймасть тесе шутлать. Çакă питĕ ултавлă шухăш. Тĕрĕссипе, пушар – ăнсăртлăх мар, вăл çын айăпĕпе е хăрушсăрлăха тивĕçтерменнипе алхасать. Инкек аякран ирттĕр тесен йăлара пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине çирĕп пăхăнмалла, çав шутра – электроприборсемпе усă курнă чух та.

Чи малтанах электропроводкăн шанчăклăхне тĕрĕслесе тăмалла, розеткăсемпе выключательсем, рубильниксем, ыттисем юсавлă пулмалла. Абажурсене электропралуксем çине çакса яма, пралуксене обойпа çыпăçтарса хуплама тата çуллă сăрăпа сăрлама, пĕр розеткăна харăсах темиçе прибор чикме вуçех юрамасть. Килтен чылай вăхăтлăха тухнă чух йăлари техникăна сÿнтерĕр, электроприборсене кĕтмелли режимра ан хăварăр.

Çуртсене кăмакапа хутса ăшăтни те питĕ тимлĕ пулма ыйтать. Вĕсене те асăрхавсăр хăварма, ытлашши çунтарса хĕртме, хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе чĕртме юрамасть. Тĕрĕссипе, кил хуçисем хутса ăшăтмалли тапхăр пуçланиччен кăмакасене тĕплĕн тĕрĕслеме, юсаса йĕркене кĕртме тивĕçлĕ. Асра тытăр: пушар кÿрекен сиен кăмака юсама тăкакланнинчен танлаштарма çук пысăкрах.

Кăмакаран тухакан пушарсене икĕ ушкăна пайлаççĕ. Пĕрремĕшĕнче сăлтавĕ – кăмакана хăрушсăрлăх йĕркине уямасăр хăпартни-вырнаçтарни. Сăмахран, тĕтĕм çулĕсем тата çуртăн йывăç конструкцийĕсем хушши çителĕксĕрри. Çавăн пекех ÿкнĕ кăмрăкран тимĕр листи сарман урай çунма тытăнни те кунта кĕрет.

Тепĕр кăткăс ыйту – кăмакапа усă курнă май пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни. Акă, бензинпа, краççынпа е ытти хăвăрт хыпса илекен шĕвексемпе тивертни инкеклĕ вĕçленни сайра мар. Кăмакасене уçă алăкпа хутни, вĕсем çинче япала е пуленкесем типĕтни те хăрушă. Кĕрхи-хĕллехи тапхăра хатĕрленнĕ май кăмакари шăтăк-çурăксене, юсавсăрлăхсене вăхăтра пĕтермелле.

Вырăн çинче выртса сигарет туртас, тĕпĕсене сÿнтермесĕр хăварас е урайне пăрахас усал йăлана яланлăхах манăр – хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен пурнăçне сыхласа хăварăр.

Пушар тухсан тÿрех «01» телефонпа шăнкăравламалла, пĕрлĕхлĕ пулăшу номерĕ – «112».

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика