Главное управление МЧС России по Чувашской РеспубликеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ вĕçленнĕ

12 ноября 2019 г.

Кĕрхи çумăрлă та сивĕ çанталăка пула вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх чакнă. Çавна май Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви республика вăрманĕсенче пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕ юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçленни çинчен пĕлтернĕ.

Пушар тухас хăрушлăх пур тапхăрта кăçал пĕтĕмĕшле 1 гектар лаптăк çинче çулăм хыпса илнĕ 3 тĕслĕх пулнă. Телее, вĕсем вăрман фондне сиен кÿмен. Калас пулать, Атăлçи федераллă округра вара пурĕ 742 пушар пулнă.

Вăрман пушарĕсене вăхăтра асăрхассине тата малтанхи тапхăрта çулăма сарăлма памасăр чарса лартассине ÿстерес тĕллевпе видеомониторинг тытăмне хута янă. Чи проблемăллă вăрман участокĕсене асăрхама май паракан 3 видеокамера Йăлăмра, Улатăр тата Йĕпреç районĕ-сенче вырнаçтарнă.

2019 çулта «Экологи» Наци проекчĕн «Вăрмансене сыхласси» республика проекчĕ-пе килĕшÿллĕн вăрмансене пушартан сыхламалли оборудованисемпе тивĕçтернĕ 17 пĕчĕк комплекс Чăваш Ене килнĕ. Унсăр пуçне кăçал тата 15 трактор кÿрсе килмелле.

Йышăннă мерăсем кăçал республикăри вăрмансене сыхласа хăварассине тивĕçтерме май панă.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика